Çак кăтартупа регион Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăнать. Иртнĕ çул асăннă отрядсем 3,9 пин çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ. Çакăн çинчен кашни эрнере иртекен оперативлă канашлура пĕлтернĕ.
– Çакă питĕ лайăх истори: çамрăкăн укçа ĕçлесе илме май пур, - тенĕ ку тĕлĕшпе ПР пуçлăхĕ Радий Хабиров. – Астăватăп, студент пулнă чух икĕ уйăх ĕçлеттĕмĕр, кайран çак укçапа вĕренÿ çулĕнче пурăнаттăмăр. Чи лайăх аса илÿсем юлнă. Çак практикăна çĕнĕрен чĕртес пулать.
– Юлашки виçĕ çул хушшинче студентсен отрячĕсене хутшăннисем 1,2 миллион тенкĕ ытла ĕçлесе илнĕ, - палăртнă регионти Çамрăксен политикипе ĕçлекен паташлăх комитечĕн председателĕ Вито Сабиров. – Çак укçа-тенке вĕсем кайран Пушкăртстанрах тăкакланă.
Студент отрячĕсем çамрăксене çулталăк тăршшĕпе тупăшпа тивĕçтереççĕ, тÿлевсĕр тĕрлĕ ĕç профессисемпе пĕлÿ паракан тематика проекчĕсемпе тата программисемпе ĕçлеççĕ. 2024 çулта Раççей хыснинчен региона 44 миллион тенкĕ явăçтарма пултарнипе аслă шкулсемпе колледжсен никĕсĕ çинче 3,3 пин студент вĕренÿ иртнĕ.
Вито Сабиров Пушкăртстанра çамрăксене ĕçпе тивĕçтермелли оперативлă хутшăну валли штаб йĕркелеме тата ăна студент отрячĕсен, регионти влаçсен, предприятипе организацисен, аслă шкулсемпе колледжсен йышне кĕртме сĕннĕ.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионти студентсен отрядне аталантармалли штаб тумалли пуçарăва ырланă.