Март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пелепей хулинчи чăваш гимназинче вĕренекен 3-мĕш класс ачисем Виктория Герасимовская вĕрентекенпе пĕрле «Урал сасси» хаçатăн редакцине экскурсие килчĕç.
Ачасене хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов ăшшăн та кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Кĕнеке-хаçатсене кун çути кăтартакан çурт тăрăх экскурси ирттериччен вăл шкул ачисене хаçат статйисем, унăн страницисем, пĕтĕмĕшле кăларăм мĕнле калăпланни çинчен каласа пачĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем интересленсе хаçат странцисене уçа-уçа пăхрĕç, хăйсем паллакан çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене шырарĕç.
Тĕп редактор каланинчен ачасем кашни хаçат номерĕ корреспондентсен ĕçĕнчен пуçланнине пĕлчĕç: вĕсем интереслĕ материал шыраççĕ, статьясемпе очерксем çыраççĕ. Ку вара питĕ кăткăс ĕç.
Ачасен малалли çул çÿревĕ черетлĕ номер калăплакан пÿлĕме выртрĕ. Унта Юрий Михайловпа хаçатăн версткине компьютер çинче тăвакан инженер Татьяна Иванова çамрăк хăнасене ĕç циклне кăтартса пачĕç: пĕр-пĕр материал илнĕ тапхăртан пуçласа статьясене тата сăн ÿкерчĕксене хаçатăн страницисем çинче вырнаçтарнă таран. Çав вăхăтрах вĕсем пулас страницăсене пичетлесе темиçе хутчен тĕрĕсленине те асăрхаттарчĕç.
Çакăн хыççăн шкул ачисем производство цехне çул тытрĕç. Кунта вĕсене пичет станокĕ умĕнче тăракан Риф Насыров хаçат мĕнле пичетленнине ăнлантарса пачĕ. Каланине вара ĕçпе çирĕплетрĕ.
Экскурси вĕçленнĕ хыççăн ачасем хăйсен шухăш-кăмăлне хаваслансах пĕлтерчĕç. Паллашу вĕсене питĕ килĕшрĕ. «Урал сасси» хаçат редакторĕ Юрий Михайлов ачасене савăнтармалăх пĕчĕк парнесем салатса пачĕ.
Шкул ачисем пурне те пĕлесшĕн çунакан пулнине эпир пурте пĕлетпĕр, вĕсемшĕн мĕнпурĕ те интереслĕ. Ку тĕлпулу вĕсен асĕнче вăраха юласса шанатпăр. Тен, редакцинче хăнара пулнă паянхи шкул ачисенчен хăшĕ те пулин малашне журналист профессине суйласа илĕ.