Пур хыпар та
Çамрăк ăру
28 Мартӑн , 10:08

С. Аксаков юмахĕ тăрăх сĕтел çи вăййи хатĕрленĕ

Март уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче Пушкăртстанăн тĕп хулинче «Хыялдар ваҡыты» вăйă индустрин пĕрремĕш фестивалĕ иртнĕ.

С. Аксаков юмахĕ тăрăх сĕтел çи вăййи хатĕрленĕ
С. Аксаков юмахĕ тăрăх сĕтел çи вăййи хатĕрленĕ

Унта Артем Шахов вăйă хатĕрлекен Сергей Аксаков çыравçăн юмахĕ тăрăх «Аксаков вăрманĕ» («Лес Аксакова») сĕтел çи вăййин презентацине ирттернĕ.

Фестиваль «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕн витĕмĕпе иртнĕ, вăл 100 ытла пĕчĕк тата вăтам предпринимателе, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсене тата студентсене пуçтарнă.

Асăннă вăйă Сергей Аксаков писатель пурнăçĕпе, унăн произведенийĕсемпе паллаштарать, шухăшсене тĕрĕс йĕркелесе пĕлтерме, ытти вылякансен каланисене шута илме вĕрентет. Çак вăйă хăй тĕллĕн ĕçлекен Артем Шаховăн шучĕпе тăваттăмĕш шутланать. Вăл Тема Хайфеникс псевдонимпа ĕçлет. Артем 13 çултан пуçласа вăйăсем уйласа кăларма тытăннă, хăй проекчĕсене çĕршыв тăрăх сарма палăртать.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Эффективнаяиконкурентнаяэкономика

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: