Республикăри çар коммисариачĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксене мĕнпур йышши çар тĕсĕсен тата ытти ĕç тăвакан власть органĕсен федераллă çар чаçĕсене вырнаçтарĕç.
Салтаксен ытларах пайне çар техникипе ĕçлеме вĕрентекен, специальноç паракан вĕренÿ пĕрлешĕвĕсене тата çар чаçĕсене ăсатĕç. Унтан çамрăксем илнĕ пĕлÿпе усă курса çар служби иртĕç. Салтаксене пухăнмалли пунктран апрель уйăхĕн варринче çар чаçĕсене илсе çитерĕç. Кашни призывника тумтирпе, гигиена хатĕрĕсемпе тата ытти япаласемпе тивĕçтерĕç.
Призыва лекнĕ çар çыннисем специальноçне пăхмасăр Раççей Федерацин территоринчи яланхи дислокаци вырăнĕсенче служба иртĕç. Служба вĕçленсен салтаксене пурăнакан вырăнĕсене вăхăтлă ăсатĕç.
Астутарасшăн, Раççей президенчĕ Владимир Путин çар службин çурхи призывĕ çинчен калакан хушăва март уйăхĕн 31-мĕшĕнче алă пуснă. Документа право акчĕсен официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă.