Пур хыпар та
Çамрăк ăру
4 Апрелӗн 2025, 09:45

Вăтам тата аслă класри ачасем çĕнĕ профессисемпе паллашрĕç

Апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пелепейри информаци центрĕн çуртне «Пĕрремĕшсен юхăмĕ»  Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен организацин Пелепей хулинчи уйрăмĕнче тăракан вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем экскурсие килсе кайрĕç.

Вăтам тата аслă класри ачасем çĕнĕ профессисемпе паллашрĕç
Вăтам тата аслă класри ачасем çĕнĕ профессисемпе паллашрĕç

Хăнасем  çуртăн пĕрремĕш хутĕнче пичет цехĕнче пулса курчĕç. Риф Насыровпа Людмила Нестеренко печатниксем  çав вăхăтра «Белебеевские известия» Пелепей район хаçатне пичетлетчĕç.  Ачасем хăйсен куçĕсемпе хаçат мĕнле майпа пичетленсе тухнине курма пултарчĕç.  Унтан вĕренекенсем переплет цехне куçрĕç, кĕнеке пичĕсене епле çĕленине, хуплашкине тунине сăнама пултарчĕç.  

Пелепейри информаци центрĕн çуртĕнче икĕ хаçат редакцийĕ ĕçлет. «Урал сасси» республикăри чăваш хаçачĕпе тĕп редактор Юрий Михайлов паллаштарчĕ. Ачасем хаçат иртнĕ çул 35 çулхи юбилейне кĕтсе илнине, мĕнле материалсем пичетленсе тухнине, кăларăм пичĕсенче мĕнле ыйтусене хускатнине, ăна камсем ытларах вуланине пĕлчĕç. Çавăн пекех Юрий Николаевич хăйĕн ĕçлĕ биографийĕпе кĕскен паллаштарчĕ.  Ĕçлĕ пурнăçĕсене хаçатпа çыхăнтарма шутлакансене пулăшма шантарчĕ, ачасене вĕренÿре ăнăçу, хавхалану сунчĕ. Унтан ачасем «Белебеевские известия» хаçат редакцине çул тытрĕç.

Вĕренекенсем экскурси вăхăтĕнче печатник, переплетчик, хаçат редакторĕ, корреспондент, хаçата калăплакан инженер, сайт администраторĕ профессисемпе паллашрĕç.

Вăтам тата аслă класри ачасем çĕнĕ профессисемпе паллашрĕç
Вăтам тата аслă класри ачасем çĕнĕ профессисемпе паллашрĕç
Вăтам тата аслă класри ачасем çĕнĕ профессисемпе паллашрĕç
Вăтам тата аслă класри ачасем çĕнĕ профессисемпе паллашрĕç
Вăтам тата аслă класри ачасем çĕнĕ профессисемпе паллашрĕç
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас