Пур хыпар та
Çамрăк ăру
8 Апрелӗн 2025, 19:34

Призывниксене СВОна ямĕç

Призывниксене ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнсене ямĕç.

Призывниксене СВОна ямĕç
Призывниксене СВОна ямĕç

Çакăн çинчен Пушкăртстанри хуласемпе районсен администрацийĕсемпе ирттернĕ канашлура ПР вице-премьер Ирек Сагитов пĕлтернĕ.  Раççейре апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв пуçланнă, вăл июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Çамрăк салтаксене пухăнмалли пунктсенчен апрель уйăхĕн варринчен ăсатма пуçлĕç. Хĕсмет вăхăчĕ çавăн пекех пĕр çулталăк пулĕ.

- Призывниксен виçĕ пайĕнчен пĕрне вĕрентÿ  тата çар чаçĕсене ăсатĕç, - пĕлтернĕ Ирек Сагитов. – Вĕсем пилĕк уйăх тăршшĕ çар техникипе ĕçлеме вĕренĕç, учет специальноçне алла илĕç. Призывниксене ятарлă çар операцийĕ пынă вырăнсене ямĕç. Çар хĕсмечĕ вĕçленеспе салтаксене пурăнакан вырăна ăсатĕç.

Астутарасшăн, 2024 çултан РФ çарне каймалли чи пысăк  ÿсĕм 27 çултан 30-ра çитнĕ. Чи пĕчек ÿсĕм малтанхи пекех  18 çул шутланать. Çак йышăнăва çĕршыв тулашĕнчи хăрушлăх пуррипе çирĕплетнĕ.

Призыва следствие лекнĕ граждансене, йывăр преступленисемшĕн судпа айăпланнисене, тума тивĕçлĕ ĕçсене пурнăçлакансене тата ĕçпе юсакан учрежденисенче тăракансене, арестленисене, ирĕксĕр юлнисене илмеççĕ. Çавăн пекех призывран кандидат е наука докторĕн степенĕ пур граждансене тата вилнĕ çар çыннисен çывăх тăванĕсене хăтараççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас