Пур хыпар та
Çамрăк ăру
22 Апрелӗн 2025, 16:00

Чăваш историпе этнографи музейĕнче - экскурсире

Апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнчи чăваш историпе этнографи музейне асăннă тăрăхри Дергачевка шкулĕн ачисем килсе курнă. Тĕлпулăва Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.

Чăваш историпе этнографи музейĕнче - экскурсире
Чăваш историпе этнографи музейĕнче - экскурсире

Ялăн паллă çыннисене халалланă залра, «Çыравçă-патриот М.Н. Данилов-Чалдун» курав экспозицийĕ умĕнче вĕренекенсем çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă. Çар мухтавĕн залĕнче вулавăш ĕçченĕ Ольга Патраева çамрăк ăрăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен харпăр япалисем, Ленинград çывăхĕнче тупнă артефаксем çинчен каласа панă. «Салтак тивĕçне парăннă» выставка-диорамăра сăнланнă истори пулăмĕсемпе ачасем уйрăмах кăсăкланнă. Мĕншĕн тесен асăннă выставкăна ятарлă çар операцине хутшăнакансене те халалланă пулнă. Арçын ачасемпе хĕр ачасем  Ольга Серафимовна ирĕк панипе çи-пуçсене тăхăнса пăхнă.

Экскурси ачасене питĕ килĕшнĕ, вĕсем хăйсен пĕлĕвне анлăлатнă, нумай çĕнĕ информаци пĕлнĕ. Çакăн евĕр мероприятисем шкул ачисене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе питĕ пĕлтерĕшлĕ, Тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратма, унта пурăнакансемпе мăнаçланма хăнăхтараççĕ.

Ирида НОВИКОВА.

Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.

Чăваш историпе этнографи музейĕнче - экскурсире
Чăваш историпе этнографи музейĕнче - экскурсире
Чăваш историпе этнографи музейĕнче - экскурсире
Чăваш историпе этнографи музейĕнче - экскурсире
Чăваш историпе этнографи музейĕнче - экскурсире
Чăваш историпе этнографи музейĕнче - экскурсире
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас