Асăннă мероприяти Кармаскалă тăрăхĕнчи пилĕк чăваш шкулне çыхăнтарнă: Суук-Чишма, Тинĕскÿл, Йăмран, Пекенеш тата Сихун. Çак пĕлÿ çурчĕсенче ăс пухакан ачасем «Чăваш халăхĕн пуянлăхĕ» квест-вăйă вылянă. Ачасем «Чăваш наци апачĕ», «Асанне арчи», «Чăваш кĕвĕ инструменчĕсем», «Чăваш халăх уявĕсем» тата «СВОна хутшăнакансем валли инкекрен хÿтĕлекен пуканесем хатĕрлесси» станцисене çитнĕ. Унсăр пуçне вĕренекенсем Суук-Чишма ялĕнчи Историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева ал çыххисем тăвас тĕлĕшпе йĕркеленĕ мастер-класа пысăк хавхаланупа хутшăннă. Хатĕр ĕçсене Светлана Семеновна ачасене парне туса панă.
Фестиваль кашни шкул хатĕрленĕ концерт номерĕсене курса киленнипе вĕçленнĕ. Вĕренекенсем юрăсем шăрантарнă, ташăсем ташланă, сăвăсем вуланă. Вĕсем çинчи наци тата çар тумĕ куçа илĕртнĕ, уяв кунне хăйне евĕр илем кÿнĕ. Суук-Чишма ялĕнчи пĕлÿ çурчĕн ертÿçи Земфира Валитова «Туслăх кĕперĕ – 2025» район фестивалĕн эстафетин эмблемине Тинĕскÿл шкулне панă.
Кармаскалă районĕнчи Вĕренÿ пайĕн администрацийĕ Суук-Чишма шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Альбина Петрована фестивале çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн чунтан тав тăвать.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.