Çакăн çинчен Ишимбай район администраци пуçлăхĕ Азат Ишемгулов пĕлтернĕ.
Пăтăрмахлă пулăм А. Матросов ячĕллĕ культурăпа кану паркĕнче пулса иртнĕ. Уçăлса çÿрекен икĕ пĕлĕш обществăлла туалет кабинине çĕмĕрнĕ – раковинăна, унитаз çине лармалли хатĕре ватнă, çÿп-çапа пÿлĕм тăрăх салатнă. Полицейскисем вандалсене часах шыраса тупнă.
Çамрăксем хăйсем мĕн хăтланнине ăнланса илсе хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операци пыракан вырăна кайма йышăну тунă. Район пуçлăхĕ каччăсен фронтри малти линире хăйсен вăй-хăвачĕпе тĕрĕс усă курма, пурнăçри хаклăхсем пирки уй-шухăша улăштарма май пуласси çинчен палăртнă.