Пур хыпар та
Çамрăк ăру
5 Июнӗн 2025, 16:00

Çамрăк юмахçăсен конкурсĕнче икĕ чăваш хĕр ачи палăрнă

Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче ПР Вĕрентÿ тата наука министерстви «Һаумы, һаумы, әкиәт!» («Здравствуй, здравствуй, сказка!») Пушкăртстан Республикисенче пурăнакан халăхсен чĕлхисемпе юмах калакансен регионсем хушшинчи конкурсăн çамрăк çĕнтерÿçисене чысланă.

Çамрăк юмахçăсен конкурсĕнче икĕ чăваш хĕр ачи палăрнă
Çамрăк юмахçăсен конкурсĕнче икĕ чăваш хĕр ачи палăрнă

Мала тухнисен шутĕнче чăваш ачисем пулни уйрăмах савăнтарать. Вĕсем – Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнчи «Тополек» ача сачĕн воспитанници Ника Дмитриева (ертÿçи – К.Н. Коновалова)  тата Авăркас районĕнчи Шланлă шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Дарина Иванова (ертÿçи – Г.В. Иванова кĕçĕн классен учителĕ). Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, Дарина иккĕмĕш çул асăннă конкурса тухăçлă хутшăнать. Кăçал вăл «Сармантей» чăваш халăх юмахне тăван чĕлхепе илемлĕ каласа панă. Ника та аслисенчен пĕртте юлман. Жюри пайташĕсем унăн пултарулăхне те пысăк хак панă.

Чăваш хĕр ачисене çитĕнÿ тунă ятпа Пушкăрстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева ăшшăн саламланă, пĕрлĕх ятĕнчен Тав çырăвĕсем парса чысланă.

Çак кун шкул çулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен воспитанникĕсемшĕн чăн-чăн ача-пăча уявне çаврăннă. Çамрăк юмахçăсене Пушкăртстан Республикинчи Вĕрентÿ тата наука министерствин, «Акбузат» журнал ертÿçисемпе представителĕсем саламланă. Конкурсантсем уяв хăнисене хăйсен пултарулăх номерĕсемпе савăнтарнă. Илемлĕ наци тумĕсем, декорацисем уява асра юлмалла хăварнă.   

 

Çамрăк юмахçăсен конкурсĕнче икĕ чăваш хĕр ачи палăрнă
Çамрăк юмахçăсен конкурсĕнче икĕ чăваш хĕр ачи палăрнă
Çамрăк юмахçăсен конкурсĕнче икĕ чăваш хĕр ачи палăрнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас