Пур хыпар та
Çамрăк ăру
20 Июнӗн 2025, 10:00

Треппелте «Чăваш наци эрешĕ» мастер-класс иртнĕ

Июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнчи культура çуртĕнче Пушкин картти витĕмĕпе «Чăваш наци эрешĕ» тĕрĕ тĕрлессипе мастер-класс иртнĕ.

Треппелте «Чăваш наци эрешĕ» мастер-класс иртнĕ
Треппелте «Чăваш наци эрешĕ» мастер-класс иртнĕ

Галина Григорьева мастер-класа хутшăнакансене асăннă ал ĕçĕн историйĕпе, чăваш тĕррин техникисемпе паллаштарнă. Вăл каласа панинчен пухăннисем чăваш эрешĕн символĕсемпе пĕлтерĕшĕсем, вырăс тата чăваш тĕррисем мĕнпе уйрăлнине, тĕссен символла пĕлтерĕшĕ çинчен пĕлнĕ. Çакăн хыççăн Галина Александровна тата «Серебринка» клуб пайташĕсем хĕр ачасене «хĕресле» тĕррĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă.  Йĕпсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ мулинепе, тĕрĕ каркăчĕпе (пяльцы) усă курса мероприятие хутшăнакансем «хĕресле» тĕрĕ урлă хăйсен шедеврĕсене кăтартса пама пултарнă. Хĕр ачасем аслисем каланине тимлĕн итленĕ, хăйсем те тĕрлесе пăхнă. Малашне вĕсем те тумтире, сĕтел çиттисене, минтер пичĕсене тата ал тутрисене тĕрлесе капăрлатма пултарĕç.

Çапла мастер-класа хутшăнакансем чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлнĕ, ĕненнĕ. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та пĕрешкел. Çакă чăваш хĕрарăмĕ тирпейлĕ, чăтăмлă пулнине пĕлтерет.

Авăркас районĕ, Треппел ялĕ.

Треппелте «Чăваш наци эрешĕ» мастер-класс иртнĕ
Треппелте «Чăваш наци эрешĕ» мастер-класс иртнĕ
Треппелте «Чăваш наци эрешĕ» мастер-класс иртнĕ
Треппелте «Чăваш наци эрешĕ» мастер-класс иртнĕ
Треппелте «Чăваш наци эрешĕ» мастер-класс иртнĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас