Нумаях пулмасть Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял ялĕнчи культура çуртĕнче вăй хуракан Ирина Сидоровапа Альбина Иванова çамрăк ăрăва тĕрлĕ халăхсен илемлĕ те пуян йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе, вăййи-куллипе тĕплĕнрех паллаштарма тăрăшнă. Çутă хĕвел айĕнче, симĕс курăк çинче культура ĕçченĕсем тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли фольклор вăййисем йĕркеленĕ. Пухăннисенчен кашнийĕ наци тумĕ тăхăннă. Çапла майпа вĕсем авалхи юмахсене «чĕрĕлĕх кĕртнĕ».
Интереслĕ вăйăсене хутшăнни, таврара янăракан ачасен хаваслă кулли туслăхпа пĕрлĕх туйăмĕ вăйлă пулнине çирĕплетнĕ. Çил кĕпесен аркисене варкăштарни, халăх кĕввисем янăрани, ташă картине тăни асамлăх тĕнчине лекнĕ евĕрех туйăннă. Хĕр ачасемпе арçын ачасем йăлана кĕнĕ вăйăсене выляма вĕреннисĕр пуçне культура эткерлĕхĕн пуянлăхĕпе те паллашнă.
Савăнăçпа, хаваслăхпа тулнă самантсем пуриншĕн те чăн-чăн уява çаврăннă. Халăх йăли-йĕркисене упраса, ăруран ăрăва куçарса пымаллине те аса илтернĕ. Çак кунхине кашни ача пысăк историн пĕр пайĕ пулса тăнă.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.