-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Кун пирки правительствăри канашлура Раççей Студент Отрячĕсен (РСО) Пушкăртстанри уйрӑмӗн ертӳҫи Элина Саматова пӗлтернӗ. Кӑҫалхи август уйӑхӗнче тата ҫичӗ ҫӗнӗ проект çула тухĕ. Унта 1100 ҫын хутшӑнӗ. 5600 студент медицина, ял хуҫалӑхӗ, çăмăллăхсем, производство тата педагогика енӗпе ӗҫлет. Ҫулталӑк хушшинче республикӑра пурӗ 52 ӗҫ проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, вӗсенчен пĕри регионсем хушшинче, тепри округра тата 50-шĕ регионта иртет. Ҫамрӑксен ӗҫ отрячӗсенче 800 шкул ачи ӗҫлет, çапла майпа ҫулталăк вӗҫлениччен проектсене тата икӗ пине яхӑн ҫамрăк хутшăнĕ.