Çамрăксем чунĕ туртнипе суйласа илнĕ профессипе ĕçлени уйрăмах кăмăла çĕклет. Хăйсем çуралса ÿснĕ ялта тăрăшмасан та. Пелепей хулинчи медицина колледжĕн выпускникĕсем фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлессине, ял çыннисен сывлăхне çирĕплетессине, ĕмĕрне вăрăмлатассине мала хураççĕ. Çакăн пек хастарсенчен пĕрисем – Андрей Ивановпа Гульнара Джураева çамрăк фельдшерсем. Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Элшей районĕнчи Ханжар ялĕнчи ФАПра тăрăшать, Гульнара – Слакра.
Вĕсен çулĕ чылайăшĕшĕн тĕслĕх пулса тăрать: çамрăксем çăмăл мар, анчах ял таврашĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕрне суйласа илнĕ-çке.
Элшей районĕ.