Пур хыпар та
Çамрăк ăру
1 Сентябрӗн 2025, 15:00

Пĕлÿ кунĕнче эрех сутма чарнӑ

Асăннă мера ваккӑн суту-илÿ тăвакан супермаркетсене, эрех уйрăмĕсене тата пӗчӗк лавккасене пырса тивет.

Пĕлÿ кунĕнче эрех сутма чарнӑ
Пĕлÿ кунĕнче эрех сутма чарнӑ

Паян, сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пушкӑртстанра ваккӑн сутакан лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ. Чару Пӗлӳ кунӗпе ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр, республика территорийӗнче юлашки шӑнкӑрав, сабантуй, Ҫамрӑксен кунӗнче те эрех-сӑра сутмаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче эрех-сӑра сутасси те чакать.

Обществăлла апатлану заведенийӗсенче алкоголь продукцине сутма чармаççĕ. Йӗркене пӑснӑшӑн штраф тÿлеттерĕç. Должноҫри ҫынсемшӗн вӑл 20-40 пин тенкӗпе танлашать, организацисемшӗн — 100 пин тенкӗрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штраф парĕç тата продукцие туртса илĕç.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас