-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Служба срокĕ 12 уйăх тăсăлĕ, призывниксене пухăнмалли пунктсенчен октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ăсатма пуçлĕç.
- Çар службине призывпа иртекенсене ятарлă çар операцин тивĕçĕсене пурнăçлама явăçтармĕç, - пĕлтернĕ социаллă сетьсенче Пушкăртстан правительствин премьер-министр çумĕ Ирек Сагитов. Пулас салтаксен виçĕ пайĕнчен пĕри вĕренÿ хутшăнăвĕсене тата çар чаçĕсене лекĕç, çĕнĕ çар техникипе ĕçлеме вĕренĕç, çарпа учет специальноçне алла илĕç.