Ачасем ăшă та туслă лару-тăрура çутă уявăн тата ырлăх паллине, Пирĕштие, хăйсен аллисемпе тунă. Çамрăк ăру хаваспа тата пысăк хавхаланупа пултарулăх тĕнчине путнă. Хĕр ачасемпе арçын ачасем сувенирсене тунă май каснă салфеткăсемпе, хăюсемпе, çутă шăрçасемпе, тĕрлĕ çăлтăрсемпе тата юр пĕрчисемпе усă курнă. Ĕç вăхăтĕнче мастер-класа хутшăнакансем Çĕнĕ çул теттисен историйĕпе, Раштав уявĕн йăли-йĕркисемпе паллашнă.
Мероприяти вĕçĕнче кашнийĕ хăй аллипе ăсталанă сувенира килне илсе кайма пултарнă. Вăл çывăх çынсемшĕн асăнмалăх парне пулса тăнисĕр пуçне Раштав чăрăшне те илем кÿрĕ. Унсăр пуçне Çĕнĕ çул уявĕсенче чăтăмсăррăн кĕтекен асамлăха та илсе килĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.