Пур хыпар та
Çамрăк ăру
17 Нарӑсӑн , 15:30

Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă

Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнчи шкулта 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем «Çамрăк ача-çемье» оперативлă тата профилактика мероприятийĕсен шайĕнче Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин Куюргазă районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Ачасем полици уйрăмне çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен ĕçĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе экскурсие килнĕ.

Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă
Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă

Программăн пĕрремĕш пайĕ Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин Куюргазă районĕнчи уйрăмĕпе çыхăннă. Çамрăк кадетсем тĕрлĕ подразделенисенче вăй хуракансен ĕçĕ пирки нумай çĕннине, чăн-чăн полици ĕçченĕн паха енĕсем мĕнле пулмаллине пĕлнĕ. Професси çыннисемпе куçа-куçăн курса калаçни çамрăк ăрура чĕрĕ интерес тата чылай ыйту çуратнă.

Экскурсин иккĕмĕш пайĕ районти таврапĕлÿ музейĕнче малалла тăсăлнă. Кунта арçын ачасемпе хĕр ачасем тăван тăрăхăн историне путнă, ентешĕсен паттăрлăхĕпе паллашнă, хăйнеевĕрлĕ экспонатсене курса савăннă.

Çакăн йышши мероприятисем кадетсен тавракурăмне анлăлатма, пулас профессине суйласа илме, ачасенче тăван районпа хÿтĕлевçĕсемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуратма пулăшаççĕ.

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.

Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă
Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă
Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă
Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă
Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă
Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă
Кривле-Илюшке ачисем полици уйрăмĕнче экскурсинче пулнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас