Урал сасси
+13 °С
Облачно
Çамрăк ăру
13 Марта , 12:00

Пушкăртстан каччи Андрей Малаховăн кĕвĕ-юрă шоуне хутшăннă

Çитес вырсарни кун «Раççей» телеканалта «Чунран юрăсем» («Песни от души») музыка программин черетлĕ кăларăмĕ тухать. Ку хутĕнче студи хăни Çтерлĕ хулинче çуралса ÿснĕ Виталий Воронов пулĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстан каччи Андрей Малаховăн кĕвĕ-юрă шоуне хутшăннăПушкăртстан каччи Андрей Малаховăн кĕвĕ-юрă шоуне хутшăннă
Пушкăртстан каччи Андрей Малаховăн кĕвĕ-юрă шоуне хутшăннă

Çирĕм икĕ çулхи Пушкăртстан каччи суд ĕçĕн специалистне вĕренет тата юрлама юратать. Передачăра вăл Тутарстанра пурăнакан Габдулла Хайбуллин музыкçăпа «Казаксем Берлинта» («Казаки в Берлине») вăрçă çулĕсен юррине юрлать.

Пушкăртстанра çамрăкăн кукашшĕпе кукамăшĕ пурăнаççĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, вĕсем ăна музыкăна юратма вĕрентнĕ те.

Автор:Инга Алексеева