Пур хыпар та
Çамрăк ăру
13 Мартӑн , 16:00

Студотряд йышне тăнисене професси пĕлĕвĕ пама 41 млн тенкĕ уйăрнă

2026 çулта çĕршыври регионсем хушшинче укçа-тенке пайлас механизмра улшăнусем пулса иртнĕ.

Студотряд йышне тăнисене професси пĕлĕвĕ пама 41 млн тенкĕ уйăрнă
Студотряд йышне тăнисене професси пĕлĕвĕ пама 41 млн тенкĕ уйăрнă

Паянхи кун тĕлне  республикăра студентсен отрядне 11 760 çын тăнă. Çын шучĕпе Пушкăртстан Раççейри ытти регионсем хушшинче малтисен шутĕнче. Çак даннăйсене Республика çуртĕнче иртнĕ оперштаб ларăвĕнче пĕлтернĕ, унăн председателĕ Регион пуçлăхĕн администраци ертÿçин çумĕ Данияр Абдрахманов пулнă.

Раççейри студент отрячĕсен педагогика енĕпе ĕçлекен регионти уйрăмĕн ертÿçин Олег Балашовăн сăмахĕсем тăрăх, студотрядсен тĕп тĕллевĕ студентсене çулла ĕçпе тивĕçтересси шутланать. Вăтам вĕрентÿ заведенийĕсемпе аслă шкулсенче вĕренекенсем стройкăра, ял хуçалăхĕнче, пулă тирпейлессинче, производствăра, медицинăра, педагогикăра тата ытти çĕрте ĕçлеççĕ.

Студотряд участникĕсене тÿлевсĕр професси памалли программа асăннă кăтартăва пысăк витĕм кÿнĕ. Раççейре 2025 çулта 46 пин студента, Пушкăртстанра 4958 студента професси пĕлĕвĕ панă.  Вĕреннисен шучĕпе республика ытти регионсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнать, унăн бюджечĕ 69 млн тенкĕпе танлашнă. 2026  çулта асăннă программăна  хута янă, унăн витĕмĕпе 3000 студент професси пĕлĕвĕ илĕ. Ун валли 41 млн тенкĕ уйăрнă, çакă 2025 çулхипе танлаштарсан 28 млн тенкĕ сахалрах. Бюджет чакни çĕршыври регионсем хушшинче укçа-тенке пайлас механизмра улшăнусем пулса иртнипе çыхăннă.

Çавăн пекех Пушкăртстанри студотрядсем Пушкăртстан Республикин пуçлăхĕн Знамя мотиваци карттине хута яма палăртаççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас