+27 °С
Облачно


Шаран районĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнакан Анатолий Тимофеевичпа Людмила Ивановна Кузьминсем музей-çурт йĕркеленĕ. Унта мăн асатте-асаннесем кулленхи пурнăçра, хуçалăхра усă курнă япаласем упранаççĕ.
Апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хурамал шкулĕнче вĕренекен кĕçĕн класс ачисем музее çитнĕ. Вĕсем авалхи япаласене хăйсен аллисемпе тытса курнă. Çавăн пекех аваллăх управçисем кашни япалан историне каласа панине тимлĕн итленĕ. Унсăр пуçне пĕчĕк хăнасем вутă хатĕрлес ĕçре хăйсен вăйĕсене тĕрĕсленĕ.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.