Урал сасси
+27 °С
Облачно
Çамрăк ăру
18 Мая , 09:00

Малашлăх – çамрăксенче

Регионти статистика ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çул пуçламăшĕ тĕлне Пушкăртстанра 1,057 млн çамрăк çын (республикăра пурăнакансен йышĕнчен 26%) пурăннă. Вĕсенчен 537,1 пинĕ – каччăсем, 520,1 пинĕ – хĕрсем. Паянхи кун çамрăксен шутне 14-35 çулхи граждансем кĕреççĕ.

Малашлăх – çамрăксенчеМалашлăх – çамрăксенче
Малашлăх – çамрăксенче

 - Хула таврашĕсенче 65,6% çамрăк çын пурăнать, ял-саласенче – 34,4%, -  ăнлантарнă Пушкăртстанстатра.

2023 çулта Пушкăртстана Раççейĕн ытти регионĕсенчен 14-35 çулхи 17 пин каччăпа хĕр килнĕ, Пăхăнман патшалăхсен пĕрлешĕвĕн çĕршывĕсемпе чикĕ леш енчен – тата 8,1 пин çын.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас