

Авалхи вăхăта лекнĕ ачасем мăн асатте-асаннесен пурнăçĕпе паллашнă. Арчана уçнă май вĕсен куçĕсен умне ĕлĕкхи япаласем лекнĕ. Шăпăрлансем мĕн вăл арча, çурт ăш-чиккинче вăл мĕнле вырăн йышăннине, унта мĕн упранине пĕлнĕ. Çакăн хыççăн культура çурчĕн ĕçченĕсем хĕр ачасене вĕсен асламăш-кукамăш арчийĕсенче тĕл пулма пултаракан япаласене кăтартнă. Пурте пĕрле вĕсен пĕлтерĕшне уçса пама тăрăшнă.
Эпир тăван тупрана хаклама пĕлнинчен культура аталанăвĕ килет. Мăн асаннесемпе асаннесем типтерлĕн упранă культура еткерлĕхĕ çитĕнекен ăрăва авалхи пурнăçпа паллашма май парать.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.