Урал сасси
+15 °С
Облачно
Çамрăк ăру
30 Июня , 08:00

Пушкăртстан çамрăксен политикине аталантарма 200 млн тенке тивĕçĕ

Республика  çĕнтерÿçĕ-регионсем хушшинче чи пысăк грант çĕнсе илнĕ.

Пушкăртстан çамрăксен политикине аталантарма 200 млн тенке тивĕçĕПушкăртстан çамрăксен политикине аталантарма 200 млн тенке тивĕçĕ
Пушкăртстан çамрăксен политикине аталантарма 200 млн тенке тивĕçĕ

Пушкăртстан «Çамрăксем валли регион» («Регион для молодых») президент программин тата «Ырă ĕçсен регионĕ» Раççей шайĕнчи конкурсăн çĕнтерÿçи пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе хута янă «Çамрăксемпе  ачасем» наци проектне кĕреççĕ.

Конкурс  суйлавĕ тăрăх, республика «Çамрăксем валли регион» программăпа 193,9 млн тенке тивĕçĕ. Унсăр пуçне республика «Ырă ĕçсен регионĕ» конкурсра çĕнтернĕшĕн волонтерсен инфраструктурине аталантарма  5,2 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ.

Пĕтĕмĕшле «Çамрăксем валли регион» программи пулăшнипе 2027 çулта çамрăксен 100  уçлăхне юсама, 4 пин  ĕçтеше вĕрентме тата çĕнĕ оборудовани туянма май парĕ.

Астутарасшăн, Пушкăртстанра 1 млн ытла çамрăк çын пурăнать – çакă регионти халăхăн 1/3 пайĕ шутланать. Республика иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх çамрăксен политикин тухăçлăхĕпе субъектсен федераллă рейтингĕнче малтисен виççĕшне кĕнĕ. 2025 çулта «Ырă ĕçсен регионĕ» конкурсра çĕнтернĕ. Ун чух Белокатайпа Салават районĕсенчи тата Ĕпхÿпе Сибай хулисенчи волонтерсен инфраструктурине аталантарма субсиди илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас