

Пушкăртстанран лагере 10 ача янă, вĕсене Раççей шайĕнчи олимпиадăсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Аврора» аталану центрĕн специалисчĕсем суйланă. Пурĕ форума Раççей, Пакистан, Инди, Беларуси, Иран, Китай, Узбекистан, Казахстан тата Кăркăсстанран хутшăннă. Раççей енчен Акмулла ячĕллĕ пушкăрт патшалăх педагогика университечĕ тата Вырăс географи обществин пушкăрт уйрăмĕ йĕркелÿçĕсем пулнă.
Лагере хутшăннă ачасен пӗрлехи проектсемпе пилӗк çул-йĕрпе ӗҫлемелле пулĕ: экологи химийӗ, биомедицина, шыв робототехники, ҫӗнĕрен вăйлăланакан энерги тата астроинформатика. Пушкӑртстан ачисем шыв робототехники енӗпе ӗҫлӗҫ. Унта хутшӑнакансене пурне те наука сессийӗсем, мастер-классем, тимбилдинг (ушкăна пĕрлештермелли мероприяти) тата ыйтусене ушкӑнпа сӳтсе явасси кӗтет.