+20 °С
Пӗлӗтлӗ


Июль уйăхĕн 28-мĕшĕнче Федоровка районĕнчи Урал ялĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Валентина Федорова ачасене çут çанталăкăн илемлĕ вырăнĕсене уçăлма илсе тухнă.
Поход хаваслă та асра юлмалла иртнĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем тĕрлĕ вăйăсем вылянă, уçă сывлăшра апатланнă, пĕвере шыва кĕрсе савăннă. Ушкăнра туслăх хуçаланнăран вăхăт мĕнле шунине те сисмен. Çамрăк туристсем çул çÿреврен савăк кăмăлпа таврăннă.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.