

Тĕрĕссипе каласан, çамрăксен пурнăçĕ хăвăрт шăвать. Кашни кун çĕнĕлĕхсемпе пуян: вĕренÿ, тус-юлташсем, социаллă сетьсем, юрă-кĕвĕ, туйăмсем… Эпир хамăра, ытти çынсене, пулăмсене ăнланма вĕренетпĕр, йăнăшсем тăватпăр, атте-аннепе тавлашатпăр, ирĕклĕх пирки ĕмĕтленетпĕр, çав вăхăтрах яваплăхран та шикленетпĕр. Çаксем çитĕннĕ пурнăçăн хăш-пĕр çăмăл саманчĕсем çеç. Хальхи çамрăксем çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа улшăнса пыракан тĕнчере ÿсеççĕ. Интернет, çĕнĕ технологисем, çĕнĕ юхăмсем – çаксем пурте ăс-тăна, характера витĕм кÿреççĕ.
Сăмахран, эпĕ интернет технологийĕпе ĕçлеме питĕ кăмăллатăп. Вĕсем мана аталанма, çĕннине ăша хывма пулăшаççĕ. Уйрăмах вĕренÿре киле панă ĕçсене тунă чух пысăк пулăшу кÿреççĕ. Вăхăт самай перекетленет, ытти ĕçе тума та çитет. Вун пĕрмĕш класа куçнă май манăн нумай вĕренмелле, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне (ЕГЭ) хатĕрленмелле, чылай ĕç пурнăçламалла. Аттене хуçалăхри ĕçсене тума пулăшмалла. Шел пулин те, аннесĕр юлни тăватă çул çитрĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Унăн хăвăртлăхĕпе ĕлкĕрсе пырас тесен çĕнĕлле пурăнма вĕренмелле.
Паянхи кун тĕрлĕ майсем уçăлчĕç: онлайн мелпе вĕренме, ют çĕршывсенчен туссем тупма, аталанма. Анчах тепĕр енчен хĕнлĕхсем те сахал мар: çынсем пĕр-пĕрне ыттисемпе танлаштарни, общество витĕмĕ, ĕлкĕрсе пыраймасран, кирлĕ таран çителĕклĕ пулаймасран хăрани. Хам сăнанă тăрăх, чылай çамрăк шанчăклă та çирĕп çын пек курăнма тăрăшать, анчах вĕсен те шалта час-часах иккĕленÿ, пăшăрхану хуçаланни сисĕнет. Ун пек чух çĕннине шырама мĕн-тĕр тумалла, йăнăшсем тунинчен хăрамалла мар.
Çамрăклăх вăл – ачалăхран çитĕннĕ пурнăçа куçни çеç мар, çын хăйĕн шухăш-кăмăлне, хаклăхĕсене йĕркелекен, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртекен пĕлтерĕшлĕ те яваплă тапхăр. Çав тапхăр çăмăл пулмасан та пурнăçра чи çутă та савăк вăхăт пек асра сыхланса юлать.
Арсений КИРИЛЛОВ,
Тинĕскÿл шкулĕнчи 11 класс вĕренекенĕ.
Кармаскалă районĕ.