Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерÿ патне пĕрле
30 Августӑн 2023, 12:16

Пушкăрстан салтакĕ СВОра çар оркестрĕнче службăра тăрать

Пушкăртстан çар çынни Динар ятарлă çар операцин зонинче çар оркестрĕнче  солист пулса служба иртет.

Пушкăрстан салтакĕ СВОра  çар оркестрĕнче службăра тăрать
Пушкăрстан салтакĕ СВОра çар оркестрĕнче службăра тăрать

Ун çинчен Раççей Федерацин Оборона министерствин телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.

Динар культура колледжĕнче вĕреннĕ, ăна пĕтернĕ хыççăн 2016 çулта службăна чĕнсе илнĕ. Çамрăка полк оркестрне йышăннă. Унтан вăл виçĕ çула контракта алă пуснă.  Ятарлă çар операцине лекиччен çар тивĕçне Сирире пурнăçланă, артиллери дивизийĕнче «КамАЗ» водителĕ пулнă. Халĕ салтак иккĕмĕш контракта алă пуснă.

- Тĕп ĕç хампа службăра тăракан салтаксем валли музыка инструменчĕпе каласси  тата çар оркестрĕсен конкурсĕсене хутшăнасси пулчĕ, - каласа парать Динар. – Хамăр ушкăнпа пĕрре мар парнеллĕ вырăнсем йышăнтăмăр. Солист пулса тăтăм. Хĕç-пăшаллă юлташсем умĕнче тухса юрлатăп, çакă вĕсене килĕшет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: