Шкулсенче ăс пухакан ачасем редакторпа корреспондент, интервью илекенпе фотограф тивĕçĕсене пурнăçласа пăхнă. Унсăр пуçне çамрăк журналистсем ертÿçĕсем пулăшнипе материалсемпе ĕçлеме хăнăхнă: заметкăпа статья, репортаж тытăмне тишкернĕ, материала интереслĕ ят парасси (заголовок) тавра пуç ватнă. Теори пайне итленĕ хыççăн мастер-класа хутшăннисем стена хаçачĕ кăларнă.
Вĕренекенсемпе педагогсем пĕлтернĕ тăрăх, çакăн йышши мероприятисен усси пысăк. Мастер-класра туптанă пĕлÿ малашнехи вĕренÿре те кирлĕ пулĕ.
Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн тутар тата чăваш кафедри шкулсенчи педагогсен коллективĕсене вĕсене ăшшăн йышăннăшăн, музей тăрăх интереслĕ экскурсисем ирттернĕшĕн чунтан тав тунă.