-5 °С
Пӗлӗтлӗ
- РАН Ĕпхÿри федераллă тĕпчев центрĕн Нефтехимипе катализ институчĕн çамрăк ăсчахĕсем вăрах хытакан дизельлĕ топливо шутласа кăларас тĕлĕшпе ĕçлĕç. Вăрах хытакан топливо (е хĕллехи дизель) – сивĕ условисенче усă курмалли топливо. Вăл Аякри Çурçĕрте те шăнмĕ. Асăннă продукципе шартлама сивĕсенче усă курма май пулĕ, - каласа панă Максим Забелин.
Çамрăк ăсчахсен наука çитĕнĕвĕ ют çĕршывсенчен илсе килекен катализаторсене пĕтĕмпех улăштарĕ.