Урал сасси
+13 °С
Облачно
Çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕ
3 Апреля 2025, 06:40

«Тăван çĕршыв» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республика тапхăрĕ вĕçленнĕ

Республикăри ача-пăча вĕренÿ туризм центрĕ 2024 çулхи октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2025 çулхи март уйăхĕн 13-мĕшĕччен «Тăван çĕршыв: истори, культура, çут çанталăк, наци» таврапĕлÿ тата проект ĕçĕсем енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвăн республика тапхăрне ирттернĕ.   

«Тăван çĕршыв» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республика тапхăрĕ вĕçленнĕ«Тăван çĕршыв» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республика тапхăрĕ вĕçленнĕ
«Тăван çĕршыв» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республика тапхăрĕ вĕçленнĕ

Конкурс тĕллевĕ - ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парасси, вĕсене туризмпа таврапĕлÿ тата экологи ĕç-хĕлне явăçтарасси.

Ăмăртăва Пушкăртстан Республикинчи Вĕренÿпе наука министерстви йĕркеленĕ, Республикăри ача-пăча вĕренÿ туризм центрĕ ирттернĕ.

Вун ултă темăпа йĕркеленĕ конкурса республикăри 12 хуларан тата 38 муниципалитет пĕрлĕхĕнчен 10-18 çулхи 913 вĕренекен хутшăннă. Республика тапхăрне 429 проект ĕçĕ тăратнă. Вĕсенчен 152 автора Ĕпхÿ хулинчи Еврази наукăпа вĕрентÿ центрĕн Аслă шкулсем хушшинчи студентсен кампусне тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕлеме йыхравланă.

Конкурса вĕçлессипе çыхăннă церемонире 16 çĕнтерÿçĕпе 32 призера Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе наградăланă. Проект ĕçĕ çырса мала тухнисен хушшинче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнче вĕренекен Ксения Кириллована (ертÿçи – Людмила Павлова) палăртса хăвармалла. Пултарулла хĕр ача «Топонимика» номинацире 1 вырăн йышăннă. Чи лайăх тĕпчев тата проект ĕçĕсене «Тăван çĕршыв: истори, культура, çут çанталăк, наци» таврапĕлÿпе проект ĕçĕсем енĕпе Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнма ярĕç.

«Тăван çĕршыв» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республика тапхăрĕ вĕçленнĕ
«Тăван çĕршыв» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республика тапхăрĕ вĕçленнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас