Урал сасси
+13 °С
Облачно

Пушкăртстан пуçлăхĕ халĕ мĕнле кĕнеке вулани çинчен каласа панă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Патриот» паркра «Авангард» вĕрентÿпе методика центрĕнче вĕрентÿ пуххисене хутшăннă 9-мĕш класс ачисемпе тĕл пулнă вăхăтра халĕ «Жизнь замечательных людей» серийĕнчи Александр Македонский çинчен çырнă кĕнекене вулани çинчен каласа панă.

Пушкăртстан пуçлăхĕ халĕ мĕнле кĕнеке вулани çинчен каласа панăПушкăртстан пуçлăхĕ халĕ мĕнле кĕнеке вулани çинчен каласа панă
Пушкăртстан пуçлăхĕ халĕ мĕнле кĕнеке вулани çинчен каласа панă

 - Историе кĕрсе юлнă çынсен  пурнăçĕ урлă истори пулăмĕсене тĕпчеме юрататăп. Тĕслĕхрен, Борис Годуновăн биографине вуланă май Раççейри пăтăрмахлă вăхăтсем çинчен нумай интереслине пĕлме пулчĕ. Ачалăхпа çамрăклăх чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен çырнă кĕнекесене, Астафьев, Бондарев тата ытти совет писателĕсен повеçĕсемпе романĕсене вулама юрататтăмччĕ, – тенĕ Радий Хабиров.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас