+13 °С
Облачно


«Раççейри шырав юхăмĕ» регионти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, археологи экспедицийĕ «Чишма фрончĕ» археологипе шырав лагерĕн шайĕнче Ябалаклы ялĕ çывăхĕнче иртнĕ. Асăннă вырăнта икĕ самана йĕрĕсем сыхланса юлнă – Ылтăн Орда тата Граждан вăрçи (1918-1919).
Лагере Пушкăртстанри тĕрлĕ районсенчи шырав отрячĕсем хутшăнаççĕ. Шкул ачисемпе студентсем тăван кĕтесĕн историне тĕпчеççĕ, археологи тĕпчевĕсен меслечĕсене хăнăхаççĕ, тимĕр шырамалли оборудованипе ĕçлеме вĕренеççĕ.