

Мĕншĕн Пушкăртстана суйласа илнĕ-ха тейĕ хăшĕ-пĕри? Кунта наципе культура проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕç çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăн пекех шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентеççĕ, чăвашла пичет кăларăмĕсем кун çути кураççĕ, культура центрĕсемпе обществăлла организацисем хастар та вирлĕ ĕçлеççĕ. Тата çакна та палăртса хăвармалла, кăçал чăваш литература классикĕ Кĕçтенттин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Унăн пултарулăх еткерĕ чылай ăрăва, çав шутра çамрăксене те, кăсăклантарать, тарăн шухăша ярать.
Форумăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри çĕршыври тĕрлĕ регионсенчи чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса вĕсен хушшинчи çыхăнăва йĕркелесси тата çирĕплетесси пулса тăрать. Кунта Чăваш Ен, Пушкăртстанпа Тутарстан, Ульяновск, Самарпа Пенза облаçĕсенчи студентсемпе ĕçлекен çамрăксем хутшăнĕç.
Çак мероприятийĕн программи кăсăк та пуян: чăваш халăхĕн истори еткерĕпе тĕплĕнрех паллашасси, çамрăк ăрăва хамăр халăхăн наципе культура хаклăхĕсене упраса хăварма хăнăхтарасси, патриотизмла туйăма аталантарасси тата ытти те. Çавра сĕтелсемпе лекторисем, экскурсисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тĕлпулусем йĕркелеме палăртнă. Кану программи хай уйрăм пулĕ.
Форум ыран, август уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 11 00 сехетре Ĕпхÿре Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн 10-мĕш корпусĕнче (Ленин урамĕ, 3-мĕш çурт) пуçланать. Тепĕр кунхине çамрăксен форумĕн хăнисем Пелепей тăрăхĕпе паллашĕç, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн тăван ялĕнче, Слакпуçĕнче, пулĕç. Пĕтĕмшле 60 делегат килмелле.
Юрий СНЕГОПАД.
#Росмолодежь