Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну каçĕ
30 Кӑрлач , 11:20

Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ

Пурăннă пулсан, пирĕн хастар юлташăмăр, журналист, писатель, литпĕрлешÿн яваплă çыруçинче нумай çул вăй хунă Николай Леонтьевич Леонтьев кăçалхи январĕн 30-мĕшĕнче 85 çул тултармаллаччĕ. Шел, 63 çултах пиртен уйрăлса кайрĕ вăл. Çавна май пурнăçа кĕртме палăртнă ĕçĕсем пурнăçланаймасăрах юлчĕç.

Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ
Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ

Вĕсене пирĕн, унăн ĕçтешĕсемпе юлташĕсен, пурнăçа кĕртесси – хамăрăн тивĕç пулса тăчĕ. Халь аса илетĕп те тĕлĕнетĕп ун хастарлăхĕпе ĕçченлĕхĕнчен. «Шуратăл» литпĕрлешĕве йĕркелекенсенчен – А.А. Кондратьев профессор, И.Г. Тарасов журналист, А.С. Савельев-САС, Н.Л. Леонтьевпа В.Г. Енĕш писательсем республикăри чăваш литературине тивĕçлĕ шая лартассишĕн нумай вăй хучĕç. Николай Леонтьевич литпĕрлешĕвĕн малтанхи йĕркелÿ ĕçĕсене, вăл Çтерлĕри Писательсен организацийĕ çумĕнче йĕркеленнине кура, хăй çине илчĕ. Кун пек ĕçсем тăкаксăр пулмаççĕ. Ытларах чух хăйĕн кĕсйине те пушатма тивнĕ унăн. Николай Леонтьевичăн ĕçе кĕртмелли тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – Чăваш кĕнеке издательствипе хамăр республикăри «Китап» издательствăра чăвашла кĕнекесем кăларма пуçлассиччĕ. Шел, вăл вăхăтра çакна пиртен килмен сăлтавсене пула пурнăçа кĕртме май пулмарĕ. Çавах алă усмарĕ пирĕн литпĕрлешÿ яваплă çыруçи. Çтерлĕ хулин типографинчех пирĕн авторсен хайлавĕсене «Сире – автограф!» серипе буклет-кĕнекесенче кăларассине 1993 çулта йĕркелесе ячĕ. Кун пек буклет-кĕнекесем 10 авторăн кун çути курчĕç. Типографире чăвашла шрифтоноситель çук пирки сас паллисене ручкăпа «чăвашлатса» вăл мĕн чуль вăхăт ирттерсе ларнине халь тавçăрса илме кăна пулать. Вăл вăхăтра çак буклет-кĕнекесем тухни пирĕншĕн хăй евĕрлĕ литературăра сас памалли тĕнĕ пекех пулнă. Николай Леонтьевич вилнĕренпе çулталăк иртнĕ хыççăн 2003 çулта Виталий Енĕш пухса хатĕрленипе «Китап» издательствăра «Силпи çăлкуçĕсем» ятпа пирĕн хастарсен пĕрлехи кĕнеки тухрĕ. Çав çулхинех Шупашкарта пирĕн çывăх юлташ Василий Эктел çыравçă йĕркеленĕ «Калем» издательствăра Н.Л. Леонтьевăн «Хурăнсем çаплах кашлаççĕ» кĕнеки вулакансем патне çитрĕ. Шел, ăна авторĕ аллине тытса кураймарĕ. Çак ĕç каллех литпĕрлешÿ кураторĕ Виталий Енĕш тăрăшнипе пурнăçланчĕ. Сăмах май каласан, Николай Леонтьевичпа Виталий Григорьевич ентешсем, Чăваш Республикин Канаш районне кĕрекен Пратъякас-Енĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ тантăшсемччĕ.
Кун хыççăн пирĕн авторсем хăйсен шучĕпе кăларнă кĕнекесем умлăн-хыçлăн тухма пуçларĕç. Николай Леонтьевичăн алли çăмăл пулчĕ ахăр. Вăл йĕркелесе пынă ĕçсенчен хăш-пĕрисене кăна асăнам. 1994 çулхине пирĕн ентеш, Усăллăра çуралса ÿснĕ М.Н.Данилов-Чалтун писатель-патриотăн 100 çулхи çавра çулне Çтерлĕпе Усăллăра анлăн паллă туса ирттертĕмĕр. Ăна йĕркелекенĕсенчен пĕри шăпах Леонтьев пулчĕ. 1989 çулхине çак писатель-патриотăн Асăну хăмине хатĕрлеттерсе Усăллăри шкул çурчĕ çине çакнинче те унпа вăл вăхăтра Чăваш писателĕсен союзĕ çумĕнчи Писательсен фончĕн директорĕн В.Г. Енĕшĕн ĕçĕ. Çтерлĕри пединститутра чăваш уйрăмне уçни, хулара чăвашла радио-телепередачăсем йĕркелесе илсе пыни – çаксем пурте Николай Леонтьевич хастар хутшăннипе пурнăçланнă ĕçсем.
Вăл тунă ĕçсемпе унăн ырă ячĕ манăçа тухмалла мар. Тав Турра, Николай Леонтьевичăн мăшăрĕ Галина Александровна сывă-ха. Хваттерĕнче мăшăрĕн кĕнекисем, сăн ÿкерчĕкĕсемпе ытти япалисем типтерлĕн упранаççĕ. Хваттер хуçи халь кăна урама тухнă та, часах каялла таврăнас пек туйăнать. Пирĕн шутпа, Николай Леонтьевичăн ырă ятне упраса хăварассишĕн унăн çемйи кăна мар, республикăри общество пĕрлĕхĕсем, «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕсемпе Çтерлĕри чăваш хастарĕсем тăрăшсан аван пулĕччĕ.
Микул ИШИМБАЙ, «Шуратăл» литпĕрлешÿ правленин ертÿçи.

Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ
Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ
Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ
Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ
Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ
Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ
Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ
Мал ĕмĕтлĕ çыравçăччĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: