Виктор Павлович Салават хулинчи 2№ шкулти истори тата обществознани вĕрентекенĕ, «Урал сасси» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, ПР чăваш культура обществин председателĕн çумĕ пулнă. 2010 çултанпа «Шуратăл» чăваш литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ шутланнă.
Библиотека заведующийĕ Мария Вакеева тата Салават хулинчи чăваш культура обществин председателĕ Ирина Степанова ертÿçĕсем хăнасене В.П. Ивановăн кун-çулĕпе паллаштарнă.
ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, «Башкортостан» кĕске энциклопедин тĕп редакторĕ Владимир Матвеев пухăннисем умĕнче сăмах каланă май, Виктор Павлович пысăк сас паллинчен çырăнакан çын, тăван халăхăн патриочĕ пулнине, халăхăн интересĕсене хĕрÿллĕн хÿтĕлеме пултарнине асăнса хăварнă.
Асăну каçне хутшăнма кăмăл тунă хăнасен шутĕнче Виктор Павловичăн мăшăрĕ Мария Владимировна, Салават хула округĕн депутачĕ Сергей Данилов, ПР тата РФ Писательсен союзĕн пайташĕ, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн секретарĕ Геннадий Челпир çыравçă, Салават хулинчи «Пушкăртстан Республикинчи халăхсен чĕлхисемпе культурисен центрĕн» директорĕ Альбина Фахретдинова, Раççейри Халăхсен ассамблейин пайташĕ, хулари Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право йĕркине сыхлакан органсен вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Гузель Хусуллина пулнă.
- Виктор Павловичпа паллашма тÿр килнĕшĕн питĕ хĕпĕртетĕп, - ăшшăн аса илнĕ Александр Михайлов (Аляккав Санькки) чăваш наци академикĕ. – Вăл çивĕч ăслă, хăйĕн шухăшне хÿтĕлеме пĕлекен çынччĕ. Нихăçан та шурине хура, хуррине шурă тесе каламан. Вăл пурнăçа питĕ юрататчĕ. Унăн ĕçлĕ пурнăçĕ çын хăйĕн ĕçне парăннине, пысăк яваплăхне çирĕплетет.
Асăну каçĕнче Виктор Павловичăн ĕçтешĕсемпе пĕлĕшĕсем, юлташĕсем вăл питĕ лайăх çын, пысăк квалификациллĕ специалист пулнине хурланса та савăнса аса илнĕ. Уйрăмах юлташĕсем унăн ачалăхĕпе пурнăçри хăш-пĕр пулăмсене куç умне кăларса тăратнине итлеме кăмăллă пулнă.
Мероприяти вăхăтĕнче «Шуратăл çăлкуçĕсем» («Родники Агидели») фольклор ансамблĕ чăваш юррисене шăрантарнă. Çак юрăсем Виктор Ивановăн пурнăçĕпе тÿрремĕн çыхăннă, вĕсем унăн кун-çулне сăнласа панă.
Çапла, пултаруллă çын ячĕ ыттисен чĕрисенче ĕмĕрех упранĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Салават хули.