Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
23 Июлӗн 2022, 21:05

Шуратăлçăсем Николай Леонтьев çыравçа манмаççĕ

Кăçалхи июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче пурăннă чăваш çыравçи, Чăваш Республикинчи Писательсен тата СССР Журналистсен союзĕсен, чылай çул «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ тата Çтерлĕ район хаçачĕн тĕп редакторăн çумĕ пулнă, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Леонтьевич Леонтьев сăмах ăсти вилнĕренпе 20 çул çитрĕ.

Шуратăлçăсем Николай Леонтьев çыравçа манмаççĕ
Шуратăлçăсем Николай Леонтьев çыравçа манмаççĕ

Паян, июлĕн 23-мĕшĕнче, Çтерлĕре ăна асăнса шуратăлçăсемпе чăваш хастарĕсем, унăн çывăх çыннисем (мăшăрĕ  Галина Александровна, Александрпа Игорь ывăлĕсем тата кинĕ Наталия) пухăнчĕç. Малтан пурте пĕрле хулари масар çине çитсе Николай Леонтьевичăн вил тăпри умĕнче пуç тайрĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç.  Лидия Шурçăл çыравçă ăна халалласа çырнă сăввине вуларĕ. Ун хыççăн асăну мероприятийĕ «Златоград» кафере малалла тăсăлчĕ.

Кунта малтан сăмах «Шуратăл» литпĕрлешÿ ертÿçи Микул Ишимбай калем ăсти сăмах илчĕ. Иртнине аса илнĕ май Николай Демьянович Николай Леонтьевпа ĕçлеме çăмăл пулнине, нихăçан та вăл çын калаçнă чухне пÿлменнине, чăн чăваш интеллигенчĕ пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех кĕрекери ăшă тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи  Иван Тарасов журналист-ăсчах, Ĕпхÿри нефтьпе техника патшалăх университечĕн профессорĕ Ирина Сухарева, Аркадий Русаковпа Зинаида Сурпан, Лидия Шурçăлпа Геннадий Челпир çыравçăсем, Петĕрсен Наташши шуратăлçă, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тухса калаçрĕç. Ырă та чĕрене пырса тивмелли асаилÿсем кашнинех çителĕклĕ пулчĕ. Пухăннисем ĕçлĕ сĕнÿсем те пачĕç. Вĕсенчен пĕри хулари 6№ вулавăша  Николай Леонтьев ятне парасси тата унта асăну хăмине вырнаçтарасси. Унсăр пуçне Николай Леонтьевич хăй сывă чухне ĕмĕтленнĕ ĕмĕте те вĕçне çитермелле – Пушкăртстанри Писательсен союзĕнче чăваш секцине уçасси. Хальхи вăхăтра ку енĕпе пуçлăхсемпе калаçу пырать.

Тĕлпулу вĕçĕнче Н.Л.Леотьевăн çыравçăн мăшăрĕ,Галина Александровна, паянхи мероприятие хутшăнма мехел çитернĕшĕн, упăшкине тата унăн çутă сăнарне манманшăн пурне те тав турĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Шуратăлçăсем Николай Леонтьев çыравçа манмаççĕ
Шуратăлçăсем Николай Леонтьев çыравçа манмаççĕ
Шуратăлçăсем Николай Леонтьев çыравçа манмаççĕ
Шуратăлçăсем Николай Леонтьев çыравçа манмаççĕ
Шуратăлçăсем Николай Леонтьев çыравçа манмаççĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: