- Çак кун республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çулсем çинчи инкексене пула вилнисене асра тытса социаллă пĕлтерĕшлĕ акцисем иртеççĕ. Пирĕн мероприятисене тĕнпе çыхăннă пĕрлешÿсем ырласа йышăнаççĕ, кăмăлтан хутшăнаççĕ. Вĕсем çак кун чиркÿсемпе мечетсенче асăну кĕллисем йĕркелеççĕ. Çакă общество çул çинчи çынсен сывлахĕпе пурнăçне упраса хăварасси çине тимлĕх уйăрмаллине çирĕплетет, çул çинчи хăрушсăрлăх профилактикине йĕркелемеллине астутарать, - тесе çырнă хăйĕн социаллă сечĕсенче ПР Шалти ĕçсен министерствин Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх иннспекци управленийĕн ертÿçи Владимир Севастьянов.
Пушкăрт патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январь – октябрь уйăхĕсенче 2908 çул-йĕр инкекне шута илнĕ. Вĕсенче 343 çын вилнĕ, çав шутра 13 ача. Унсăр пуçне 3570 çын тĕрлĕ шайра суранланнă, аманнă.
Юрий СНЕГОПАД.