Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
20 Декабрӗн 2022, 16:20

Халăх академикĕн юбилейне халалласа таврапĕлÿ сехечĕ

Исаак Иванович Никитин 1927 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялĕнче çуралнă.

Халăх академикĕн юбилейне халалласа таврапĕлÿ сехечĕ
Халăх академикĕн юбилейне халалласа таврапĕлÿ сехечĕ

Арçын ача 1941 çулхине ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ. 1946 çулхине Çтерлĕ хулинчи педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Каччă икĕ çултан алла диплом илнĕ хыççăн Меселпуç шкулĕнче истори учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах куçăн мар мелпе Эрĕнпурти педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Исаак Иванович 1948-2004 çулсенче шкулта вăй хунă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 56 çулпа танлашнă. Меселпуçĕнчи историпе краеведени музейне никĕслекенчен пĕри шăпах И.Никитин пулнă. Тăрăшуллă чăваш арне «РСФСР халăх çут ĕç отличникĕ» (1980) паллăпа наградăланă. Унсăр пуçне Чăваш наци конгресĕ 1994 çулта Исаак Ивановича «Чăваш Енĕн халăх академикĕ» хисеплĕ ята парса чысланă. Çавăн пекех пултаруллă педагога Галимджан Ибрагимов ячĕллĕ преми лауреатне пама йышăннă (1997). Чăваш ятне çÿллĕ шая çĕклекен И.И. Никитин 2013 çулхине çĕре кĕнĕ.

Меселпуçсем  хăйсен мухтавлă  ентешне асра тытаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Çакна вĕсем ĕçпе çирĕплетеççĕ. Акă, паллă педагог, таврапĕлÿçĕ çуралнăранпа 95 çул çитнĕ тĕле ялти вулавăш (ертÿçи – Ольга Иванова) «Исаак Иванович Никитинăн еткерлĕхĕ» краеведени сехечĕ ирттернĕ. Мероприятие музейре, экспонатсем хушшинче, йĕркеленĕ. Унта Меселпуç шкулĕнче вĕренекенсем хутшăннă. Ачасем Исаак Ивановичăн тĕпчев тата шырав ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Светлана Иванова вĕрентекен музейра экскурси ирттернĕ май вĕренекенсене мухтавлă ентешĕн тăван шкулшăн тунă ĕçĕсем виçесĕр пысăк пулни çинчен каласа панă. Юлашкинчен пухăннисем Исаак Ивановичпа тĕплĕнрех паллаштаракан видеоролик пăхнă.     

Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ. 

Халăх академикĕн юбилейне халалласа таврапĕлÿ сехечĕ
Халăх академикĕн юбилейне халалласа таврапĕлÿ сехечĕ
Халăх академикĕн юбилейне халалласа таврапĕлÿ сехечĕ
Халăх академикĕн юбилейне халалласа таврапĕлÿ сехечĕ
Халăх академикĕн юбилейне халалласа таврапĕлÿ сехечĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: