-2 °С
Юр
Çав кун Раççей халăхĕ 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пурнăçĕсене шеллемесĕр çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă ентешĕсем пирки хурланать. Асăннă кун пĕтĕм çĕршывĕпе патшалăх ялавĕсене антараççĕ, культура учрежденийĕсенче, телевиденипе тата радиопа кун тăршшĕпе йăпанмалли, хаваслă мероприятисемпе передачăсем кăтартмаççĕ. Асăнупа хурлану кунĕнче пĕтĕм Раççейĕпе «Асăну çурти» акци иртет. Ăна онлайн форматпа йĕркелени чылай çынсене Асăнупа хурлану кунне хутшăнма май парать.