Паянхи кун эпир çак датăна камăн пурнăçĕ витĕр иртнĕ хаяр вăрçа тата вăрçă хирĕсенчен тавранайманнисене асра тытса Асăну тата хурлану кунĕ тесе паллă тăватпăр.
Пушкăртстанран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтне 710 пин ытла çын тухса кайнă, 322 пинĕшĕ каялла таврăнайман. Харсăрлăхпа паттăрлăх катартнăшăн 278 çар çыннине Совет Союзĕн Паттăрĕ ята панă, вăтăр пиллĕкĕшĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.
Наградăсен шучĕпе Минигали Шаймуратов генерал ертсе пыракан 112-мĕш (16-мĕш гвардиллĕ) Пушкăрт кавалери дивизийĕ малти вырăнта тăрать. Пурĕ çак дивизири 3860 салтакпа офицера орденсемпе медальсем парса чысланă. Çакăнтанах 79 çын Совет Союзĕн Патттăрĕ ята тивĕçнĕ, пиллĕкĕшĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.
Паттăрсен ячĕсене Пушкăртстан Республикинчи Наци музейĕнчи (Ĕпхÿ хули, Советски урамĕ, 14-мĕш çурт) тата 112-мĕш (16-мĕш гвардиллĕ) Пушкăрт кавалери музейĕнчи (Ĕпхÿ хули, Левитан урамĕ, 27-мĕш çурт) асăну хăмисем çинче ылтăн сас паллисемпе çырса хунă.
Асăнупа хурлану кунĕнче эпир ытти фронтовиксемпе пĕрле Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ Пушкăрт кавалери дивизийĕн паттăрĕсене асăнатпăр, вĕсен ячĕпе çурта çутатпăр. Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн пуçĕсене хунисем лăпкă çывăрччĕр.
Юрий СНЕГОПАД.