Ăна çар тивĕçне пурнăçланă чухне Афганистанра, Чечен Республикинче, Сиринче тата Украинăри ятарлă çар операцинче пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă.
– Ачасемпе пĕр шухăшлă пулса тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ хамăрăн ентеш-салтаксене чыслас терĕмĕр. Çак шухăша ял çыннисем те ырласа йышăнчĕç. Кам мĕн чухлĕ пултарчĕ, çавăн чухлĕ укçа-тенкĕпе пулăшрĕ. Ятарлă çар операцинче хĕсметре тăракан ентешсем те çак пархатарлă ĕçрен пăрăнса юлмарĕç. Йышпа мемориал комплексĕнчи лапам йĕри-тавра тытнă хÿмене, бордюрсене, плитасене улăштартăмăр, – пĕлтернĕ Афган вăрçине хутшăннă Александр Васильев.
Паттăрсене асăнса лартнă палăка уçма йĕкенпуçсемпе пĕрле Çтерлĕ хулинчи «Боевое братство» пĕрлĕхĕн пайташĕсем А.М. Осипов, Н.Н. Федоров, З.Е. Осипова хутшăннă, пухăннисен умĕнче тухса сăмах каланă.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.