Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
29 Кӑрлач , 15:08

Ĕпхÿре Муртаза Рахимов палăкне лартма пуçланă

Ĕпхÿ хулин историллĕ центрĕнче  Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн Муртаза Рахимовăн палăкне вырнаçтарма тытăннă.

Ĕпхÿре Муртаза Рахимов палăкне лартма пуçланă
Ĕпхÿре Муртаза Рахимов палăкне лартма пуçланă

Ăна чаплă лару-тăрура февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçма палăртаççĕ. Çав кун Муртаза Губайдуллович 90 çул тултарнă пулĕччĕ.

Тăватă метр çуллĕш бронза палăка гранит постамент çине вырнаçтарĕç. Ăна Пушкăртстан парламенчĕн çуртне хирĕç лартĕç.

Палăкăн авторĕ - Раççей художникĕ, скульпторĕ Салават Щербаков.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: