Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
18 Нарӑсӑн , 12:40

Игнатий Антонов паттăра асра тытса черетлĕ волейбол турнирĕ иртнĕ

  Ĕнер, февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Мияки районĕнче Афган вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă Игнатий Антонов салтака халалласа хĕрсем хушшинче волейбол выляссипе ăмăрту иртнĕ. Унта пурĕ сакăр команда хутшăннă.

Игнатий Антонов паттăра асра тытса черетлĕ волейбол турнирĕ иртнĕ
Игнатий Антонов паттăра асра тытса черетлĕ волейбол турнирĕ иртнĕ

Мала тухассишĕн кĕрешекенсене турнир пуçланиччен район Канашĕн секретарĕ Ильшат Сакаев, Çĕнĕ Хурамал ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Иван Павлов, республикăри «Боевое Братство Афганистан» пĕрлешĕвĕн Мияки тăрăхĕнчи филиалăн ертÿçи Олег Чиваков, Крупская ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ Геннадий Семенов саламланă, тытăçура ăнăçу суннă.

Çирĕп те хĕрÿ кĕрешÿре Çĕнĕ Хурамал команди çĕнтернĕ. Вĕсем куçса çÿрекен кубока тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Сатый тата Шатмантамак ялĕсенчи пикесем пайланă. Виçĕ командăна та димломсемпе асăнмалăх парнесем парса чысланă.

Çак спортпа патриотиз мероприятине йĕркелеме пулăшнă спонсорсене тав тумалла. Вĕсен шутĕнче – Крупская ячĕллĕ СПК, А.И. Каримов, В.М. Сергеев, И.П Рустамов уйрăм предпринимательсем. Çавăн пекех пархатарлă ĕçрен Çĕнĕ Хурамал хутлăхне кĕрекен хурт-хăмăр ăстисем те пăрăнса юлман – Федорпа Иосиф Петровсем, Иван Акбашев, Виктор Анисимов, Василий Павлов, Виталий Захаров çамрăк спортсменсен кăмăлне çĕкленĕ, вĕри апатпа тивĕçтернĕ.

Ăнлантару:  Игнатий Георгиевич Антонов Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче 1966 çулхи июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Хĕсмете кайиччен Куйбышев (хале Самар) облаçĕнчи Кинель станцинче локомтив депинче ĕçленĕ.

Çарта вăл ахаль салтак, разведка саперĕ пулнă. Афганистан Республикине 1985 çулхи августра çитнĕ. Пĕр хутчен çеç мар спецназ ушкăнĕпе командовани хушнине пурнăçланă. 1986 çулхи сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче хĕçпăшаллă пăлхавçăсен караванне тытса чарас операцине хутшăннă. Тăшманăн вăйлă вут-çулăмне пула пирĕн салтаксем малалла каяйман, пуçĕсене çĕклемесĕр çĕр çинче выртма тивнĕ. Лару-тарăва тĕрĕс хак парса Игнат чи малтан атакăна çĕкленнĕ, ыттисене ертсе кайнă. Çак çапăçу вăхăтĕнче вăл паттăрла пуçне хунă.

Хастарлăхпа хăюлăхшăн вилнĕ хыççăн  Игнатий Антонова «Çапăçура палăрнăшăн» медаль тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысланă. Паттăр салтака Çĕнĕ Хурамал  масарĕ çинче пытарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Игнатий Антонов паттăра асра тытса черетлĕ волейбол турнирĕ иртнĕ
Игнатий Антонов паттăра асра тытса черетлĕ волейбол турнирĕ иртнĕ
Игнатий Антонов паттăра асра тытса черетлĕ волейбол турнирĕ иртнĕ
Игнатий Антонов паттăра асра тытса черетлĕ волейбол турнирĕ иртнĕ
Игнатий Антонов паттăра асра тытса черетлĕ волейбол турнирĕ иртнĕ
Игнатий Антонов паттăра асра тытса черетлĕ волейбол турнирĕ иртнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: