Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
27 Июлӗн , 13:00

Донбасра вилнĕ ачасене асра тытса

Паян, июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче, эпир Донбасра вăрçа пула вăхăтсăр вилнĕ ачасене асра тытса асăну кунĕ ирттеретпĕр. Çак хурлăхлă куна 2022 çулхи июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче Донецк Халăх Республикин Пуçлăхĕ Денис Пушинин хăйĕн указĕпе çирĕплетнĕ.

Донбасра вилнĕ ачасене асра тытса
Донбасра вилнĕ ачасене асра тытса

Мĕншĕн июлĕн 27-мĕш кунне суйласа илнĕ-ши? Шăпах çак кун 2014 çулта Украинăри çар чаçĕсем «Град» установкăсенчен Горловка хулине, мирлĕ халăх пурăнакан вырăна, пеме пуçланă. Çавăн чухне нимĕнпе айăпа кĕмен 22 çын вилнĕ, çав шутра - 4 ача.

Паянхи кун хурлăхлă асăну церемонине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчех йеркелеççĕ, çав шутра Пушкăртстанра та. Ĕнер Донбасра вилнĕ ачасене асра тытса Çтерлĕ районĕнчи Усăллăри музей-вулавăшра мероприяти иртнĕ. Ăна Ольга Патраева  библиотекарь тăрăшнипе йĕркеленĕ. Ольга Серафимовнан сĕнĕвне вырăнти чăваш хастарĕсем те ырланă, хапăл туса йышăннă. Асăну каçне пухăннисем вилнисемшĕн çуртасем çутнă, шăплăх минучĕ ирттернĕ.

Айăпсăр чунсем çăтмахра çÿреччĕр, Турă вĕсене çăмăллăх патăр, çÿлти патшалăхне йышăнтăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Донбасра вилнĕ ачасене асра тытса
Донбасра вилнĕ ачасене асра тытса
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: