Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Пушкăртстан Республикин регионти обществăлла Канаш организацийĕпе пĕрле «Иван Григорьевич Тарасова аса илни» çавра сĕтел иртнĕ. Ăна паллă общество деятелĕ, педагог, журналист Иван Тарасов çуралнăранпа 66 çул çитнине халалланă.
Мероприятие ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ, истори наукисен докторĕ Ирина Сухарева профессор, Ĕпхÿри «Салампи» чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Вера Гаврилова, педагогсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă.
Çавра сĕтеле шкулти методист Галина Кириллова уçнă. Вĕренекенсем Ильяпа Вероника Никитинсем Иван Григорьевич çинчен кăсăк презентаци хатĕрленĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Любовь Пашина «Иван Григорьевич Тарасов пирĕншĕн мĕнле çын пулнă?» темăпа калаçу ирттернĕ, ыйтусем панă.
Ирина Витальевна тата пуçтарăннисем чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Иван Тарасов çинчен аса илĕвĕсене каласа панă.
Шкул ачисем хаваспах хăнасене итленĕ, хăйсен курăм-туйăмĕсене уçса панă. Иван Григорьевич çутă сăнарĕ, йăл кулли яланлăха пирĕн чĕресенче упранса юлĕç. Эпир ăна яланах асра тытăпăр. Чунĕ çăтмахра пултăр.
Галина КИРИЛЛОВА, Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул вĕрентекенĕ.