Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул вĕçĕнче Ваттисене асăнмалли тата хисеплемелли куна апрель уйăхĕн вĕçĕнче ирттерме палăртнăччĕ, анчах та улшăнусем кĕртнĕ.
Пушкăртстанра Ваттисене асăнмалли тата хисеплемелли куна 2020 çулта çирĕплетнĕ. Ун чухне республика пуçлăхĕ çак кун çынсем масар çине килсе хăйсен тăванĕсене, çывăх çыннисене аса илмелли çинчен асăрхаттарнăччĕ. Палăртнă кун кашни çулах хуласенче масар çине кайса килме ятарлă обществăлла транспорт йĕркелеççĕ.
Çак кун çынсем тăванĕсемпе çывăх çыннисен вилтăприйĕсене йĕркене кĕртеççĕ, çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пытарнă вырăнсене тасатса тирпейлеççĕ тата манăçа тухнă палăксене тимлĕх уйăраççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.