

Николай Гаврилов генерал-лейтенант, испытатель летчик пурĕ çар заданийĕсене пурнăçласа виçĕ пин ытла вĕçев тунă. Вăл Афган вăрçине хутшăннă, йывăр заданисене пурнăçласа пирĕн çарсене тĕрлĕ çар операцийĕсене ăнăçлă вĕçлеме майсем туса панă.
2001 çулхи сентябрь уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче çĕрле Кабул хулине террористсем ракетăпа пенĕ чухне Николай Гаврилов полковник ертсе пыракан экипаж вертолетпа харсăрла вĕçев тунă. Вăл Афганистанри террористсен тĕп инфратытăмне тĕп тăвассипе пуçарнă вăрттăн операцие ертсе пынă. Çак пулăм Америкăри террорла ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн тепĕр темиçе сехетрен пулса иртнĕ. Ракетăсем вырнаçтарнă вертолетсем боеприпассем тата горючи упранакан складсене тĕпĕ-йĕрĕпе аркатнă. Çавăн пекех тĕрлĕ çĕршывсенчи боевиксен пысăк пуçлăхĕсем канашлăва пухăннă çурта тĕп тунă.
Çак пулăмпа çыхăннă ĕçсене чылай çул хушши вăрттăнлăхра тытнă, 20 çул иртсен тин информацие уçăмлатнă.
Асăнннă паттăрла ĕçшĕн 2002 çулхи январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн указĕпе Николай Гаврилова Раççей Геройĕ ята панă.
- Раççей Федераци Геройĕн çăлтăрне манăн кăкăр çумне çакнă чухне вăл ман патарах çур утăм турĕ те шăппăн çапла каласа хучĕ «эпĕ унта эсир мĕн хăтланнине пурне те сăнаса тăтăм» терĕ, - каласа панă Раççей Паттăрĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенат.
Юрий СНЕГОПАД.
Редакцирен. Паянхи кун Николай Гаврилов генерал-лейтенант Раççейри чăвашсен наципе культура автономине ертсе пырать. Хайĕн тÿрĕ тивĕçĕсене пурнăçласа нумай регионсене çитет. Çав шутра Пушăртстанра та пĕрре мар пулнă. Нумаях пулмасть, май уйăхĕн 29-мĕшĕнче, вăл хăйĕн мăшăрĕпе Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуçне килсе курма кăмал турĕ.