Полици уйрăмне 42 çулхи Ĕпхÿре пурăнакан хĕрарăм килнĕ. Унăн телефон номерĕ çине паллă мар çын банк ĕçченĕ тесе шăнкăравланă. Кредита рефинансировани ирттермелле тесе пур пек укçана «хăрушсăрлăх служби» уйăракан счет çине куçарма ÿкĕтленĕ. Ултава пула хур курнă хĕрарăмăн пĕтĕмĕшле сиенĕ миллион çура яхăн ларнă. Çак пулăмпа угловлă ĕç пуçарнă.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин Кушнаренково районĕнчи уйрăмне 44 çулхи арçын килсе çитнĕ. Вăл пĕлтерÿ сайчĕ урлă мотоцикл туянасшăн пулнă. Палăртнă телефонпа шăнкăравласа суту-илÿ пирки калаçса татăлнă. Палламан çын счечĕ çине 22 пин тенкĕ куçарнă хыççăн мотоцикл хуçи çыхăнăва тек тухман.