Урал сасси
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛĂР
9 Июнӗн 2022, 09:10

Пĕр талăкра 7 аварире 8 çын суранланнă

Иртнĕ талăкра, июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче, республикăри çулсем çинче 7 авари пулса иртнĕ тесе пĕлтерет Пушкăртстанри патшалăх автоинспекцийĕ. Вĕсенче 8 çын суранланнă

Пĕр талăкра 7 аварире 8 çын суранланнă
Пĕр талăкра 7 аварире 8 çын суранланнă

Çав вăхăтрах ведомство ĕçченĕсем çул-йĕр правилисене пăснă 1700 тĕслĕхе шута илнĕ тата 22 çын руль умне алкоголь напитокĕ ĕçнĕ хыççăн ларнă водительсене тытса чарнă.

Маларах ПР Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн ертÿçи Владимир Севастьянов Ĕпхÿ хулинчи çулсем çинче аварисем нумайланнине пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, 2022 çулта пилĕк уйăхра Ĕпхÿре кăна 586 инкеке регистрациленĕ, вĕсенче 19 çыннăн пурнăçĕ татăлнă тата 706 çын тĕрлĕ шайра суранланнă.

Юрий СНЕГОПАД

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: